Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ылттӑнчечпе Пачман (Кӗмел Кӗпер)

Пачманпа Ылттӑнчеч ҫула тухаҫҫӗ,
Чӑваш ҫӗршывне пӑхса ҫаврӑнаҫҫӗ.
«Ылттӑнпик» эпосран.

Сиккипе-сиккипе аслӑ уйпа икӗ юланут сиктерсе пырать. Ылттӑнчечпе Пачман. Пӗр-пӗрне чунтан юратакан ҫамрӑк мӑшӑр паян ирех аслӑ-ирӗк уя сунара тухас терӗ. Ку вӑл тискер монголсене ҫӗнтернӗ ятпа савӑнни пултӑр. Хӑйсене сыхлама вӗсем Пачман ҫарӗнчи пӗр ҫӗрпине тата Ылттӑнчечӗн хӑйӗн пӗр ушкӑн амаҫыннине ҫеҫ илнӗ. Ара, халь тин пӑлхарсен аслӑ-ирӗк уйра камран шикленмелле? Тӑшмансене ҫӗнтернӗ вӗсем.

* * *

Аслӑ-ирӗк уйра, вӑрман хӗрринче икӗ пӑлан выляҫҫӗ. Аҫипе ами. Юрату вӑййи выляҫҫӗ вӗсем. Пӗрре ами тарса каять, ӑна аҫи хуса ҫитет те пуҫне амин ӗнси ҫине хурать, унтан выляса аяккалла сиксе ӳкет те тарма тытӑнать. Ами вара ӑпа хӑвалама тытӑнать. Ҫапла выляса, вӗсем хӑйсен тӗлне икӗ юланут вӗҫтерсе тухнине те асӑрхамарӗҫ.
Сунара тухнӑ Пачман пӑлансене тӳрех курчӗ. Вӑл ҫӗмренне илчӗ те уххи ҫине хучӗ, пеме хатӗрленчӗ.
— Ан пер! — кӑшкӑрса ячӗ ҫакна курса Ылттӑнчеч. — Ан пер!.. Курмастӑн-им? Паян вӗсен юрату вӑййи.
— Ара, эпир сунара тухнӑ-ҫке-ха! — тӳрре тухма хӑтланчӗ Пачман. Ҫапах та савнӑ арӑмне итлесе, ҫӗмренне каялла укҫуне хучӗ. — Тӗрӗсех калатӑн ҫав... Пире валли урӑх кайӑк-кӗшӗк те пулать. Атя, эпир те ӑмӑртмалла ҫав сӑрт тӳпине ҫити вӗҫтеретпӗр! Кам малтан ҫитет, ҫавна теприн ыталаса чуптумалла!..
Вӑл шик! шӑхӑрчӗ те хӑйӗи ҫилхӑван утне умри ҫӳлех мар сӑрт тӳшшелле кайма васкатрӗ.
Ылттӑнчеч те унран юлмарӗ. Утне васкатса, ҫав еннелле вӗҫтерчӗ. Иккӗш те весем сӑрт тӳпине пӗр вӑхӑтра вӗҫтерсе ҫитрӗҫ.
— Эп малтан! Эп малтан! - хӗрарӑм йӑлипе кӑшт ачашланса кӑшкӑрса ячӗ Ылттӑнчеч. — Вӑт, халь санӑн мана ыталаса чуптумалла!..
Елик-пике савнӑ мӑшӑрӗ еннелле туртӗнчӗ.
Анчах Пачман ӑна асӑрхаман пекех пулчӗ, сӑрт леш еннелле куҫ илми пӑхрӗ те пӑхрӗ.
— Мӗн унта? — тӗлӗнчӗ Ылттӑнчеч.
— Кур-ха! — аллине тӑсса кӑтартрӗ Пачман. — Мӗнле ҫар вара унта?.. Ку таврара кухаллӗн нимӗнле ҫар та пулмалла мар-ҫке!..
Ылттӑнчечӗн куҫӗ ҫивчӗ. Вӑл Пачман кӑтартнӑ енне пӑхрӗ те кӑшкӑрса ячӗ.
— Монголсем!..
— Мӗнле монголсем пулччӑр? — тӗлӗнчӗ Пачман. — Нимӗнле монголсем те пулмалла мар кунта!..
— Монголсем!.. Вӗсен элемне куратӑп эпӗ! Ялавӗ ҫумне ут хӳри ҫакса янӑ!..
Пачман та аякран пыракан ҫар ҫине тимлӗрех пӑха пуҫларӗ.
— Чӑнах та, — килӗшрӗ хайхискер арӑмӗ каланипе. — Монголсем. Пӗр-пӗр элчӗ пулать-и вара ку? Пирӗн патша патне килет-и? Парӑҫ-Пӑрӑнтая тытнӑ пулмалла. Ӑна илсе килеҫҫӗ пулӗ.
— Ҫук, элчӗ палли курмастӑп эпӗ, — килӗшмерӗ унпа елик-пике. — Ку вӑл вӑрҫа тухнӑ ҫар!..
— Пулма пултараймасть! — килӗшмерӗ унпа Пачман. — Монголсемпе эпир ӗмӗр-ӗмӗр килӗштерсе, туслӑ пурӑнма калаҫса татӑлнӑ, ант тунӑ, уяв туса ирттернӗ.
— Акӑ, тимлӗрех пӑх! — монголсен ҫарӗ енне кӑтартрӗ Ылттӑнчеч. — Харҫа тухнӑ ҫар пулни тӳрех паллӑ!
— Чӑнах та, — тимлӗнрех пӑхнӑ хыҫҫӑн килӗшмеллех пулчӗ вара Пачманӑн та. — Ӑҫтан тупӑннӑ вара ку ҫар?.. Нумайӑн та мар хӑйсем... Килӗшӗве те шута хумаҫҫӗ эппин вара ҫав путсӗр монголсем!..
Вӑл ҫумӗнчи кавалне кӑларса аллине илчӗ те вӑрӑммӑн, йыхравланӑн кӑшкӑртса ячӗ:
— Ту-у-ут! Ту-у-ут! Ту-у-ут!..
Ку вӑл пӗтӗм эккелсен халех ҫарпуҫӗ патне пуҫтарӑнмаллине пӗлтерет.
Чанах та, иккӗ-виҫҫӗ ухӑпа пемелӗх вӑхӑт кӑна иртрӗ, Пачманпа Ылттӑнчече сыхлама тухнӑ эккелсемпе амаҫынсем пӗр ҫӗре пуҫтарӑнчӗҫ. Ку хушӑра аякран иртсе пыракан монголсен текӗрчӗ сӑрт хыҫне анса курӑнми пулчӗ.
Пачман пухӑннӑ эккелсене тин кӑна сӑрт ҫинче монголсен пысӑк мар текӗрчӗ курӑннине, халӗ вӑл сӑрт леш енне кайса курӑнми пулнине каларӗ:
— Тӑшмансен текерчӗ кунта мӗнле килсе лекнине пӗлместӗп, — терӗ вӑл. — Халь вара пурте харӑс ҫавӑнталла кайса монголсене пур енчен те ҫавӑрса илме хушатӑп! — хушрӗ ҫирӗп саспа. — Малтанлӑха ҫапӑҫӑва кӗмелле мар. Эпир вӗсемпе килӗшӳ тунӑ. Тен, вӗсем те килӗшӗве пӑсмаҫҫӗ пуль-ха.
Пачманпа Ылттӑнчеч ертсе пынипе пӑлхарсем, ҫар йӗркине тӑрса, монголсем кайса ҫухалнӑ еннелле васкарӗҫ. Леш енчи тепӗр сӑрт ҫине хӑпарсанах хайхискерсем монголсене курчӗҫ. Вӗсем те хӑйсене асӑрханине сиснӗ пулас, часрах пысӑк мар вӑрмана кӗрсе пытанма васкаҫҫӗ.
— Пур енчен те ҫавӑрса илетиӗр! — хушрӗ Пачман эккелсемпе амаҫынсене, халӗ ӗнтӗ вӑрҫӑсӑр ӗҫ тухманнине ӑнланса. — Хирӗҫ тӑраҫҫӗ пулсассӑн, каса-каса пӑрахатпӑр. Эпир мар, вӗсем пирӗн ҫӗр ҫине кӑралпа килсе килӗшӗве пӑсаҫҫӗ... Ҫапах пӗр-иккӗшне чӗрӗлле тытса илмелле.
* * *

Хӑйсене пур енчен те ҫавӑрса илсессӗн те монголсем пӑлхарсемпе калаҫу пуҫлас темерӗҫ. Тӳрех уххисемпе пеме пуҫларӗҫ. Парӑнма хушсассӑн та вӗсем парӑнасшӑн пулмарӗҫ. Сӑннисене тискеррӗн карӑнтарса, вӗсем темиҫе хутчен те йӗри-тавра тӑрса тухнӑ пӑлхарсене тапӑнса, вӗсен ункине татса сӗм вӑрмана кӗрсе каясшӑн пулчӗҫ. Нимӗн тума ҫуккине курса, Пачман вара ҫапӑҫу пуҫлама вӑхӑт ҫитнине пӗлтерчӗ:
— Утӑрья-я-я! Перӗр! — кӑшкӑрчӗ вӑл уххисене ҫӗклесе пеме хатӗрленнӗ эккелсене.
Ҫӗмрен ҫумӑрӗ монголсем ҫине вӗҫсе кайрӗ. Хӑшпӗр монголсем йывӑр аманса учӗсем ҫинчен персе анчӗҫ, теприсем учӗсемпе пӗрлех ҫӗре ӳкрӗҫ.
— Касӑр! Чикӗр! — тесе кӑшкӑрчӗ те Пачман хӑйӗн паттӑрӗсене чӗрӗ юлнӑ монголсем ҫине илсе кӗрсе кайрӗ.
Ҫапӑҫу вӑрӑма пымарӗ. Хӑйсене йӗри-тавра ҫавӑрса илнӗ монголсем нумайччен хирӗҫ тӑраймарӗҫ. Пурте тенӗ пекех хӗҫпе касӑлса, е сӑнӑпа чикӗнсе ҫӗре ӳкрӗ.
Пачман пӗр ҫамрӑк монгол нукерӗн хӗҫне ҫапса ӳкерчӗ те хӑйне аллинчи пӑлхарсен йывӑр алтаспӑнӗн тӳнтер енӗпе ҫапса минретрӗ. Лешӗ касса пӑрахнӑ йывӑҫ пек ҫӗре ӳкрӗ. Темиҫе эккел учӗсем ҫинчен сиксе анса, ун аллисене ҫыхса лартрӗҫ.
— Куна аслӑ патша патне илсе каятпӑр! — терӗ Пачман хайхискере пӗр эккел учӗ ҫине вырттарма хушса. — Ыйтса пӗлмелле: ӑҫтан тупӑннӑ кунта монголсен текӗрчӗ...


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-08-31 23:31:24 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3151 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем